Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Умсӑмах (Кӗлӗсем, Кибеч)

А. Кибечӗн «Кӗлӗсем» кӗнекири умсӑмах

XXI ӗмӗрте глобализаци туртӑмӗ вӑйланнӑҫемӗн йышлах мар халӑхсен шӑпи пушшех йывӑрланса пырать. Ыттисемпе хутӑшса кайса пачах ҫухалас хӑрушлӑх та куҫкӗретех, уйрӑмах чӑвашсемшӗн.
Шел пулин те пирӗн пурнӑҫ хамӑрӑн шухӑшлава пӑхӑнса майлашӑнса пыраймарӗ. Хусан ханстви вӑхӑтӗнче тутар йӗрки алхасрӗ, Раҫҫейпе пӗрлешсен — вырӑс еннелли туртӑм вӑй илчӗ, коммунизм тапхӑрӗнче Маркспа Ленин вӗрентӗвӗ пуҫ пулса тӑчӗ. Пирте ытларах ыттисен ӑсӗ хуҫаланчӗ. Чӑваш шухӑшлавӗ хӑйне упранса юлма пулӑшакан пурнӑҫ йӗркипе ӗненӗве ҫирӗплетеймерӗ. Ҫавӑнпа та паян хамӑр Туррӑмӑра шанса ырӑпа асӑнни пӗртте ытлашши мар. Атьӑр-ха ҫакна йӑлӑнупа ӳкӗнӳ юрринчен пуҫлар.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-13 22:24:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6310 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем